12164 | Арӑмне кура упӑшки. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12165 | Арӑмне мухтакана вӗҫкӗн, хурлакана ухмах теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12166 | Арӑмпа анчӑка кивҫен памаҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12167 | Арӑмпа пӗрле апат та тутлӑрах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12168 | Арӑмпа пурлӑх телее кура. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12169 | Арӑмсӑр кил латти ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12170 | Арӑмсӑр пурнӑҫ — кушаксӑр пурнӑҫ, арҫынсӑр пурнӑҫ — йытӑсӑр пурнӑҫ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12171 | Арӑмсенӗн йӑлтӑркки, ар чармасан кам чарас. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12172 | Арӑмсенӗн шухлӑхне арӗ чарсан илемлӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12173 | Арӑму йӗркесӗр пулсан та ху йӗркеллӗ пул. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12174 | Арлӑ арӑм тӳрӗ пурӑнсан ӗмӗр иртни сисӗнмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12175 | Арлӑ арӑм хушшинче темле харкашу та пуҫа пӗр минтер ҫине хуриччен кӑна. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12176 | Арлӑ арӑм хушшинчи тавлашу ҫуса ҫакнӑ кӗпе типиччен анчах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12177 | Арлӑ арӑмӑн пӗр ҫӑвара сурса пурӑнас пулать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12178 | Арлӑ арӑмӑн хуйӑх сахалтарах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12181 | Арлӑ пурнӑҫ — тарлӑ пурнӑҫ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12182 | Арлӑ ҫынна арча та кирлӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12183 | Арлӑ ҫынсен ыйхи кӗске. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12184 | Арлӑ шапа Атӑл урлӑ та каҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12179 | Арлӑ-арӑмлӑ пулсан хуйхӑ ытларах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12180 | Арлӑ-арӑмлӑ ҫын хӑтлӑ пурӑнтӑр теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12185 | Армути пек арӑма кам юратса пурӑнтӑр? | Арҫын — Хӗрарӑм |
12186 | Арпа арӑм килӗшсе пурӑнсан мул хушӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12187 | Арпа арӑм килӗштерсе пурӑнмасан пурӑнӑҫ ӑнмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12190 | Арпа арӑм лӑпкӑ пурӑннине ним те ҫитмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12188 | Арпа арӑм лӑпкӑ пурӑннине нимӗн те ҫитмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12189 | Арпа арӑм саклаҫнӑ пурӑнсан уймӑлласа мул хывать теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12191 | Арпа арӑмӑн пӗр чӗлхе. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12192 | Арсӑр арӑм — йӗвенсӗр кӗсре. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12194 | Арсӑр арӑм — йӗвенсӗр ут. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12193 | Арсӑр арӑм йӗвенсӗр кӗсре: упӑшки ҫук та чарӑнмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12195 | Арсӑр арӑм хурланать, арлӑ-йышлӑ хурланмасть теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12197 | Арсӑр пурнӑҫ — туратсӑр йывӑҫ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12196 | Арсӑр пурнӑҫ йӳҫҫине тӑлӑх арӑм ҫеҫ пӗлет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12101 | Арҫуриленнипех ар ҫынни пулма ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12213 | Арҫын — ӗҫре, арӑмӗ — пасарта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12198 | Арҫын алӑ хут каламасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12199 | Арҫын аллӑран иртсен каялла, хӗрарӑм — хӗрӗхрен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12200 | Арҫын алли алӑ тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр, хӗрарӑм алли хӗрӗх тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12201 | Арҫын алли пымасан хуралтӑ та хурланать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12202 | Арҫын алли сулмаклӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12203 | Арҫын алли тӗкӗнмесен тӗкме те тӳнет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12204 | Арҫын алли тивмесен ана ҫийӗ хуралмӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12205 | Арҫын арҫынах, сак ваклать те вут тӑвать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12206 | Арҫын арҫынах, ҫыртма та пысӑкрах ҫыртать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12207 | Арҫын арҫынах, хӑрах пӗҫҫи пулсан та хӑрах пӗҫҫи ҫиелтех. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12208 | Арҫын артакӗ — юман патакӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12209 | Арҫын Атӑл урлӑ каҫӗ, арӑмӗ пӑхса тӑрӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12210 | Арҫын ачана ҫӗлӗкпе персен ӳкмерӗ пулсан ӑна авлантарма юрать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12211 | Арҫын ачашлӑхне ӗҫ хуплать. | Арҫын — Хӗрарӑм |